
Ҫапла шухӑшлать Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова.
Ҫынсен сывлӑхне диспансеризацилеме пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пурӑнакан ҫитӗннӗ ҫынсен 80 проценчӗ (22 пин ҫын) хӑйӗн сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ. «Пӗтӗмӗшле илсен халӑх сывлӑхне тӗрӗслесси йӗркеллӗ тата кал-кал пулса пырать», — тесе пӗлтерет кун пирки республикӑн Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явни тӑрӑх «Хыпар» хаҫат.
Ҫапах та пульницӑна кайман ҫынсем те пур. Эп чирлӗ мар тесе шухӑшлаканскерсенне каярах тухтӑрсем вӑраха кайнӑ чирсем тупса палӑртаҫҫӗ.
Комсомольскипе Красноармейски районӗсем диспансеризаци тухассипе ыттисенчен юлса пыраҫҫӗ-мӗн. Ҫак ӗҫе шурӑ халатлисен кӑна мар, ӗҫ паракансен те хастартарах хутшӑнасса шанать республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова.
Сӑмах май каласан, хӗрарӑмсем хӑйсен сывлӑхӗшӗн ытларах тӑрӑшни палӑрать. Вӗсем тухтӑрсем патне ытларах ҫӳреҫҫӗ.
Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх республикӑра пурӑнакан кашни улттӑмӗш ҫыннӑн вӑраха кайнӑ чир пур. Уйрӑмӑн илсен, 1-мӗш вырӑнта — эндокрин тытӑмӗн чирӗсем. Самӑр ҫынсен йышӗ те самаях пысӑк.
Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви Regnum информаци агентствине пӗлтернӗ. Сӑмахӗ кунта Челепи хулинче пулса иртнӗ, унтан вӑл ҫӗршывӗпех сарӑлнӑ пӑтӑрмах пирки пырать-ха.
Унта пӗр арҫын ҫуратма вӑхӑт ҫитнӗ арӑмне хӑйӗн машинипе пульницӑна илсе пырсан хуралҫӑсем вӗсене кӗртменнине пула хӗрӗх чӗрнелли машинӑрах ҫӑмӑлланнӑ. Мӑшӑрне упӑшки пулӑшнӑ. Пульница хуралҫисем ҫав мӑшӑра васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнме хушнӑ. Инструкци тӑрӑх вӗсен васкавлӑ пулӑшу машинине кӑна пульницӑна кӗртме ирӗк пулнӑ-мӗн.
Ача ҫуратас патне ҫитнӗ хӗрарӑмсене пульницӑна кӗртмен тӗслӗх пирӗн республикӑра пулман-мӗн. Челепери пӑтӑрмах пирки пирӗн Сывлӑх сыхлав министерствин тӳре-шари хӑй шухӑшне палӑртма килӗшмен.

Наркотиксен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци служби сиенлӗ ҫак йӑларан хӑтӑлма пулӑшас тесе ял хуҫалӑхне ӗҫлеме ярасшӑн. Кун пирки нумаях пулмасть иртнӗ видеоконференци вӑхӑтӗнче ведомство ирттернӗ ӗҫлӗ канашлу вӑхӑтӗнче Федераци службин виҫҫӗмӗш департаменчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вячеслав Батурин каланӑ.
Видеоконференци мелӗпе йӗркеленӗ канашлӑва Чӑваш Енрен те хутшӑннисен хушшинче асӑннӑ службӑн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Барсуков, Вӗренӳ тата Сывлӑх сыхлав министерствисен специалисчӗсем, наркотика хирӗҫ ӗҫлекен комисси пайташӗсем пулнӑ.
Канашлура наркотик тата психотроплӑ хатӗрпе усӑ куракансене реабилитацилес тата ресоциализацилес енӗпе туса ирттермелли ӗҫсене сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра ӗҫ урлӑ пулӑшассине те хускатнӑ.
